Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çулталăк çемйи-2020" конкурса пĕтĕмлетнĕ

 Чăваш Республикинчи ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви ĕç тăвакан власть органĕсемпе пĕрле, район- сенчи, хуласенчи хăй тытăмлăх органĕсемпе тата обществăлла организацисемпе çулленех "Çулталăк çемйи" конкурс ирттерет.

Йăлана кĕнĕ мероприятие çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлнине пула видеоçыхăну мелĕпе пĕтĕмлетрĕç. "Çулталăк çемйи-2020" диплома Çĕнĕ Шупашкарти Артемьевсем тивĕçнĕ.

Çак тупăшура пирĕн район чысне Патăрьелĕнчи 5 ача çитĕнтерекен Ивановсем хỹтĕлерĕç. Вĕсем ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Çемье туслă, килĕшỹллĕ. Ивановсем кирек хăçан та çынна пулăшма хатĕр. Çавăнпа вĕсен тус-юлташĕ те нумай.

Конкурса хутшăннă çемьене Патăрьел районĕн пуçлăхĕ, тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова свидетельство тата йăлара усă курмалли техника туянма 3 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Çемьене умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.

 А. ИВАНОВА

Авангард



22 декабря 2020
14:58
2020 год
Поделиться