Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсене пысăк концертпа савăнтарнă

Республикăра Чăваш тĕррин кунне халалланă "СурпанПĕрле" акци малалла пырать. Иртнĕ эрнекун унăн эстафетине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем йышăннă. Çак ятпа районти централизациленĕ клуб системинче Патăрьелсене Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пысăк коллективĕ пуян концертпа савăнтарнă. Артистсен юрри-ташши сцена çинче черетленсе çеç тăнă. Хăватлă оркестрпа пултаруллă баянистсем куракана хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă.

Чăваш Енре йĕркеленĕ акцие халалласа фойере алă ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Сăмах май каласан, Сăкăтри культура çурчĕн заведующийĕн Вероника Кузнецован тĕррисене "Паха тĕрĕ" фирма маçтăрĕсем ултă метрлă сурпан орнаменчĕ валли усă курнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова уява хутшăннă май ытти алă ăстисемпе пĕрлех Вероника Григорьевнăна пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, Чăваш Республикин культура министерствин Тав çырăвĕпе чысланă.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



22 декабря 2020
14:59
2020 год
Поделиться