Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹçĕсене чысланă

Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне" курава республикăри ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем çулленех хутшăнаççĕ, пушă алăпа та килмеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов декабрĕн 14-мĕшĕнче районсен администрацийĕсен тата хуласен пуçлăхĕсемпе, ведомствăри организацисен тата министерствăн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ ларăва "Ылтăн кĕркунне-2020" куравра палăрнă фермерсене, кооператив председателĕсене чысланинчен пуçланă. Курава пандемие пула онлайн режимпа йĕркеленĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: Чăваш Енĕн пултаруллă çыннисен ĕçне 5 ылтăн, 7 кĕмĕл тата 7 пăхăр медальпе хакланă. Çĕнтерỹçĕсем хушшинче пирĕн район кооперативĕпе икĕ фермер та пур. "Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ" номинацире "ЭКО ПРОДУКТ" кооператив, "Чи лайăх фермер ĕçне пуçăнакан" номинацире Марат Земдиханов, "Чи лайăх çемье ферми" номинацинче Анатолий Лялькин пăхăр медале тивĕçнĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



18 декабря 2020
11:13
2020 год
Поделиться