Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçне кура хисепĕ

Районта Юхмапа Пăла тăрăхне аталантарассишĕн тăрăшакансене Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысласси малалла пырать.

Сăмах май, ăна Николай Тинюков, Николай Смирнов, Минегали Хафизов, Александр Илюткин, Петр Ялуков, Решид Санзяпов, Камил Салихов, Эдуард Бахмисов, Анатолий Выйкин, Александр Зайцев, Роза Иванова, Марина Карягина, Юхма Мишши, Иван Соловьев, Ферид Чабатов тата ыттисем те илнĕ. Çак кунсенче йыш тата пысăкланчĕ. Медале коммунистсен партийĕн вырăнти уйрăмне ертсе пыракан Николай Селиванов республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, халăха патриотла воспитани парассишĕн тăрăшнăшăн тивĕçрĕ.

АПК ветеранĕсен канашĕн районти членĕ Тальгат Шакуров ял хуçалăхĕнче чун-чĕререн ырми-канми вăй хунăшăн тата 80 çул тултарнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата район шайĕнчи ытти наградăна илчĕ. Вĕсене çакăн пек пысăк хисепсене тивĕçнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков тата районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Минегали Хафизов саламларĕç.

 Николай Селивановпа Тальгат Шакуров тивĕçлĕ канура, апла пулин те районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



18 декабря 2020
11:15
Поделиться