Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăха упрама пахалăхлă эмел кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ЧР сывлăх сыхлав министерствин "Фармаци" предприятийĕн генеральнăй директорĕпе Юрий Бабаевпа тĕл пулнă. Вĕсем пандеми темине хускатнă май Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека тата районти тĕп больница базинче ковид центрне йĕркеленĕ май сиплев учрежденине COVID-19 чирĕнчен сыхланмалли халăх ытларах ыйтакан эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерессипе калаçнă.

Юрий Бабаев "Фармаци" предприятинче ыйтса пĕлмелли ятарлă служба, аптекăри продукци ассортиментне шăнкăравласа пĕлме май пуррине, çавăн пекех çывăхри аптека адресне те каланине палăртнă. Сăмах май, "Фармаци" предприяти регионта чи анлă сарăлнă аптека сечĕ шутне кĕрет, патшалăх аптекисене пĕр структурăна пĕрлештерет.

- Республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхласси пахалăхлă эмелсемпе тивĕçтернипе çыхăнни каламасăрах паллă. "Фармаци" унитарлă предприяти çакна шута илсе ĕçлет, - тенĕ Юрий Бабаев малашне те çыхăну тытассине шаннине пĕлтернĕ май.

О. БЕЛЬДЕКОВА

АВАНГАРД



15 декабря 2020
16:42
2020 год
Поделиться