Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Парксенче - çĕнĕ техника

Районти патшалăх техника надзорĕнче хальхи вăхăта 1850 единица техника шутра тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа кăçал 160 единица (прицепсемпе, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе пĕрле) хушăннă. Парк 8 комбайнпа, 37 тракторпа тата хăй тĕллĕн çỹрекен машинăпа пуянланнă.

Пĕлтĕр "уй-хир карапĕсемпе" "хурçă утсене" пурĕ те 27 единица çеç туяннă пулнă. Паллах, техника шучĕ çакăн пек ỹснинче патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ пысăк. Кăçал илнĕ ял хуçалăх техникишĕн 40 процент таран субсидилеççĕ. Ку ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене питĕ хавхалантарчĕ.

Çак кунсенче "Исток" çĕр ĕç фирми, Ф. Чабатов фермер, "Весна" пĕрлешỹ комбайн, "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ, С. Манзуркин, Л. Семенов фермерсем трактор туяннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Патшалăх техника надзорĕн районти начальникĕ Илья Васильев хуçалăхсене çитсе килчĕç, çĕнĕ техникăпа паллашрĕç.

Тракторсемпе комбайнсем, кăкарса çỹремелли ытти агрегатсем нумай çул ĕçлеччĕр тесен тирпейлĕ тытмалла: вăхăтра юсамалла, хĕл каçарма тивĕçлĕ условисем туса памалла. Ф. Чабатов фермерăн техники ятарлă хуралтă айĕнче тăрать. 2012 çулта туяннă комбайнпа çак кунсенче илсе килнине юнашар вырнаçтарнă. 7-8 çул вырмана хутшăнни те çĕнĕ пекех курăнать.

- Хальхи комбайнсемпе ĕçлеме питĕ кăмăллă. Механизаторсем валли условисем лайăх: тусан кĕмест, кондиционер вырнаçтарнă, кĕвĕ те итлеме пулать. Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ пысăкланнă май тепĕр "уй-хир карапĕ" кирлехчĕ, çавăнпа туянас терĕмĕр. Малашлăхра "Кировец" трактор тата кăкармалли агрегатсем илме тĕллев лартнă, - терĕ Ферид Чабатов çĕнĕ техникăпа паллаштарнă май.

Сăкăтри "Красное Знамя" пĕрлешĕвĕн К-739 МС1 маркăллă "хурçă учĕ" те паркра таçтанах курăнать. Вăл ыттисенчен чылай мăнаçлăрах. Хăватлă техника сахалтарах тăкакпа хирти ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçлама май парать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



08 декабря 2020
14:56
2020 год
Поделиться