Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Доброволецсем ырă ĕçпе палăраççĕ

Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2017 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕ - Доброволецсен кунĕ. Çавăнтанпах Юхпапа Пăла тăрăхĕнче те хăйсен пушă вăхăтне волонтерсем пекех общество ырлăхĕшĕн, пушар хăрушлăхне хирĕç кĕрешес тĕллевпе пархатарлă ĕç тăвакансен, МЧС ĕçченĕсене пулăшса пыракан хастарсен йышĕ ỹссех пырать.

Доброволецсен кунĕ ячĕпе районта иртнĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш Республикинчи Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева, "Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба" учреждени начальникĕ Герман Михайлов, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи представителĕ Сергей Кириллов хутшăннă, уяв ячĕпе пушарниксене тата ирĕклĕ пушар дружинин хастарĕсене пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн тав тунă.

Уявăн савăнăçлă пайĕнче районта пушара парăнтарас, вут-кăварпа инкек тухасран асăрханас ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнă сотрудниксене, доброволецсене тĕрлĕ шайри наградăпа, Хисеп грамотипе чысланă. Туçа ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар службинчи Вячеслав Плечовпа Сергей Шашкин пушар машинин водителĕсене хăйсен тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçланăшăн "За отличие в ликвидации пожаров" медальпе наградăланă. Сăмах май каласан, Туçасен пушар машинисем чылай чухне районта вут-кăварпа пулакан инкек-синкекре пулăшаççĕ.

Район территорийĕнче ирĕклĕ пушар командисене йĕркелесе аталантарса пынăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Раськина Чăваш Республикинчи ВДПОн Хисеп грамотипе наградăланă. Республикăра пуçласа ирĕклĕ пушар командине йĕркелесе янисенчен пĕрне - Первомайски ял тăрăхĕнчи командăна - уяв ячĕпе саламланă май çĕнĕ экипировка (пушар тумтирĕ, ĕç хатĕрĕсем) парнеленĕ. Уявра пушар хăрушсăрлăхĕпе гражданла хỹтĕлев, профилактика, район территоринче ирĕклĕ пушар командине йĕркелес ĕçсенче пысăк хастарлăх кăтарнă уйрăм çынсене, водительсене тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕпе чысланă, пурне те пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.

Пĕлме

Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ирĕклĕ 17 пушар йĕркелĕвĕнче 122 доброволец ĕçлет. Çакă республикăра чи лайăх кăтарту. Унсăр пуçне районта ирĕклĕ 10 пушар команди пур.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



04 декабря 2020
09:23
2020 год
Поделиться