Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ

Районти хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Паттăр" ФСК" автономи учрежденийĕнче кăçал юсав ĕçĕсене пурнăçласа шыва кĕмелли аслисен бассейнне, фитнес-зала, душ кабинисене, ытти пỹлĕмсене тĕпрен çĕнетрĕç. Çакна валли республика бюджетĕнчен уйăрнă 4 миллион, район бюджетĕнчен 300 пин ытла тенкĕпе усă курнă. Перекетленĕ укçа-тенкĕпе кĕрешекен зала, ыттисене сăн кĕртесшĕн. Патăрьел ял тăрăхĕ спорт комплексĕ умне "Хальхи хула хăтлăхĕ" программăпа килĕшỹллĕн тирпейленĕ.

Капиталлă юсав ĕçĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем" хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланчĕç. Маларахри çул шывпа, ăшăпа тивĕçтерекен системăсене юсанăччĕ, электромонтаж ĕçĕсене тунăччĕ.

Спорта аталантарас енĕпе ĕçлессине мала хураççĕ районта. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнче виçĕ хутлă хушма çурт çĕкленет. Ăна килес çул хута яма палăрт- нă. Халĕ строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта та хăтлă спортзал пулмалла.

 Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнче И. Рубцова индивидуаллă предприниматель 3 уйăхра 2,5 миллион тенкĕлĕх универсаллă спорт площадки хута янине те ырламалла. Унта трибуна, мини-футбол хапхи пур.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 Хаклав

Сергей ШАДИРЯКОВ, Патăрьел ял старости, ĕç ветеранĕ.

- Ял условийĕнче çакнашкал хăтлă физкультурăпа спорт комплексĕ пурри - ырă пулăм. Юсав ĕçĕсем хыççăн ФСК тата та илĕртỹллĕ. Кунта ачасем те, çамрăксем те, аслă çулхисем те бассейнсене ишме çỹреççĕ. Ытти залсенче хул-çурăма тĕрек- летмелли, кĕрешỹ мелĕ- сене хăнăхмалли условисем те тивĕçтереççĕ.

Авангард



01 декабря 2020
09:50
Хроника
Поделиться