Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вероника Кузнецован тĕррине "Паха тĕрĕ" фирма ăстисем усă курĕç

 ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал пĕрремĕш хут ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне паллă тăватпăр. Уяв чăн малтанах асатте-асаннесенчен упранса юлнă пуянлăха - тĕрри-çĕввине - тепĕр хут хак пама май парĕ. Хальхи вăхăтра çак куна халалласа Чăваш Енре "Сурпан Пĕрле" акци пырать. МИХ хатĕрĕсенче, Интернет тетелĕнче çынсем акцие хастар хутшăнни сисĕнет. Пирĕн районти уйрăм хастарсен ĕçĕсене республикăра "куç хывма" та ĕлкĕрнĕ. Сăкăтри культура çурчĕн заведующийĕнче тăрăшакан Вероника Кузнецова тĕррисене "Паха тĕрĕ" фирма маçтăрĕсем ултă метрлă сурпан орнаменчĕ валли суйласа илнĕ.

Сăмах май каласан, Вероника Григорьевна тĕрре-çĕвве амăшĕнчен вĕреннĕ. Çак хăнăху ача чухнех уншăн чун йăпанăçĕ пулнă. Вăл паян та пушă вăхăта усăсăр ирттермест, тĕрлĕрен ỹкерчĕк тĕрлет, салфеткăсем çыхать. Виçĕ ача амăшĕ маларах 27 çул районти йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ.

Авангард



20 ноября 2020
09:59
2020 год
Поделиться