Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ

Шупашкарти маунтинбайк аталану центрĕнче 1997-2005 çулсенче çуралнă республикăри ачасем хушшинче "Кубок Надежды" призĕсене çĕнсе илессишĕн йывăр атлетикăпа ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди те хутшăнчĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче Турханти вăтам тата Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи Карина Сымовăпа Артем Каруев пĕрремĕш, Роман Лябуковпа Валерия Пятакова иккĕмĕш, Булат Калимуллин виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Спортсменсен команди вара виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

 Çамрăксене йывăр атлетикăпа ăмăртусене хутшăнма Николай Зиминпа Алексей Смирнов трненер-преподавательсем хăнăхтараççĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



20 ноября 2020
10:13
Хроника
Поделиться