Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăватлă техникăпа пуянланаççĕ парксем

Техника ĕмĕрĕ тỹрреммĕнех çын факторĕпе çыхăннă. Тирпейлĕ усă курсан, вăхăтра юсасан, сăрласан "хурçă утсемпе" кăкарса çỹремелли хатĕрсем темиçе çул иртсен те заводран тин тухнă пекех тăма пултараççĕ. Çакна валли яваплăха туйса ĕçлемелле: çуркунне хатĕррисен ретне юрăхлă тумалла, кĕркунне вара хĕл каçма хатĕрлемелле.

Районта ятарлă комисси - Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ Илья Васильев, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕсем - Ирина Хадаровăпа Татьяна Лукина - техникăна еплерех тирпейлесе лартнине, техника хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă журналсем пуррипе çуккине тата тырă управĕсене тĕрĕслеме ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитрĕ. Пĕрремĕш кунхине, ноябрĕн 17-мĕшĕнче, "Исток", "Корма" çĕр ĕç фирмисенче, "Батыревский" пĕрлешỹре, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче тата "Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулчĕ.

Юлашки çулсенче хуçалăхсем хăватлă техника тата кăкарса çỹремелли агрегатсем ытларах туянма пуçларĕç. Çакă ĕçе çăмăллатма тата кадрсемпе çыхăннă йывăрлăха татма май парать. "Исток" çĕр ĕç фирминче икĕ К-701 тата икĕ К-744 тракторсем хăйсемех мĕне тăраççĕ! Комбайнсене те çуса тасатнă, кустăрмисене шуратнă, хăшĕ-пĕринне пысăк михĕсем тăхăнтартса хунă. Механизаторсем хăйсене шаннă техникăна ячĕшĕн çеç пăхманни, яваплăха туйни тỹрех сисĕнет. Кăкарса çỹремелли хатĕрсене те хуçалăхра юсама пикеннĕ.

Техника хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă инструктажсене те хуçалăхра вăхăтран вăхăта ирттерсех тăраççĕ. Ятарлă журналсем тунă, трактористсен кану пỹлĕмĕнче пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентекен, техника хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă стендсем те пур.

Тырă управĕсенче тирпейлĕ. Çĕр ĕç фирминче пĕрчĕллĕ культурăсене аллама пикенмен-ха. Хальхи вăхăтра хуçалăхра вăй хуракансем çĕр улми управĕнче тăрăшаççĕ. Çитес эрнерен вара тырра тасатма пикенеççĕ. "Петкус-531 гигант" икĕ агрегат ĕçе паян тесен паян пуçăнма хатĕр ларать. Вĕсене Александр Максимовпа Олег Петров пăхса тăраççĕ.

- Çĕр ĕç фирминче вăрлăха пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çуллен пĕрчĕллĕ культурăсен, çĕр улмин вăрлăхĕсене çĕнететпĕр. Сахăр кăшманĕнне, кукурузăнне те туянмалла пулать, - тет хуçалăхăн агрономĕ Алексей Селиванов.

"Батыревский" пĕрлешỹре те паха вăрлăхпа çеç усă кураççĕ. Çакна кăтартупа та çирĕплетме май пур: тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 36 центнерпа танлашнă. Управсенче те таса. Евгений Сейфуллин агроном тепĕр 10 кунтан тырра ОВС-25 агрегатпа аллама пикенессине пĕлтерчĕ.

Хуçалăхра техникăна хĕле валли кĕртсе лартма 4-5 çул каялла ятарлă управсем тунă. Пĕрне комбайнсене тата акакан HORSH комплекса вырнаçтарнă, тепринче вара тракторсем тăраççĕ. "Хурçă утсене" юсама пуçăннă. Механизаторсем вĕсене хăйсемех "сиплеççĕ". Юсав пайĕсем çуккипе нушаланмаççĕ. Комисси членĕсем пысăк кăлтăксем курмарĕç, çавна май малашне те техника хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлеме сунчĕç.

- Техникăна хĕле хатĕрленĕ, çуррине управа лартнă, тепĕр пайĕ - урамрах. Нумай пулмасть ют çĕршывра туса кăларнă JCB погрузчик туянтăмăр, - тесе паллаштарма пуçларĕ "Корма" çĕр ĕç фирмин ертỹçи Иван Владимиров комисси членĕсене. Чăнах та, кăçал çеç илсе килнĕ "Кировец-424, "Кировец-525" маркăллă тракторсене тата хăшĕ-пĕрне управа лартнă. Кăкарса çỹремелли агрегатсен пысăк пайне картишне вырнаçтарнă.

Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче тĕрлĕ йывăç-тĕм çитĕнтернисĕр пуçне пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕ те пĕчĕкех мар. Кăçал кунта пĕр тырă управне бетон сарсах тикĕсленĕ. Февраль вĕçĕнче сортировкăна ĕçлеттерме пуçăнаççĕ. "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕ çывăх вăхăтра хăватлă тракторпа - К-700-па - пуянланать. Техника паркĕ çĕнелсе пыни чăннипех те савăнтарать. Сăмах май, кунта та аталану тĕлĕшпе пĕр вырăнта тăпăртатса тăмаççĕ, май пур таран пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ.

Комисси членĕсем хуçалăхсенче пулнă май сĕнỹсем пачĕç, тупса палăртнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



20 ноября 2020
10:02
2020 год
Поделиться