Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп ыйту - пушар хăрушсăрлăхĕ

 Районти Общество канашĕн членĕсем хăйсен ларăвĕсенче район экономикипе, пурнăçĕпе, халăха социаллă хỹтлĕх парассипе çыхăннă тата ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе яваççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркелекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ, ырă сĕнỹ-канаш параççĕ.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче вĕсем кăçалхи пĕтĕмлетỹ ларăвне пуçтарăнчĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хутшăнчĕ. Ларăва Общество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин ерсе пычĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту - ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков тата район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин ку таранччен пулнă пушарсемпе, вĕсенчен асăрханмалли йĕркесемпе паллаштарчĕç, вырăнсенче халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине каларĕç, хĕллехи тапхăрта вут-кăвар инкекĕнчен уйрăмах сыхă пулмаллине çивĕчлетрĕç.

А. НИКОЛАЕВА



17 ноября 2020
10:40
Поделиться