Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Контейнер таврашне вак чул сарса тирпейленĕ

ИРТНĔ çул районти 19 ял тăрăхĕнче те пуçару бюджечĕпе хытă каяш пуçтарса пымалли контейнерсене вырнаçтарчĕç. Çỹп-çап "реформине" ял халăхĕ майĕпен хăнăхса пырать темелле. Коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлессине çеç пурте тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыманни пăшăрхантарать.

Ку тĕлĕшпе Алманчăсен хастарлăхĕ пĕчĕк мар. Вĕсем чылайăшĕ тỹлевпе вăхăтра татăлса пыраççĕ. Çак ялсем субботниксем йĕркелессипе те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Акă, çак кунсенче çеç вĕсем ялта вырнаçтарнă сакăр контейнер йĕри-таврашне тасатса территорие вак чул сарса тирпейленĕ. Кунта малашне юрлă-çумăрлă çанталăкра та пылчăк çăрăлмĕ.

Авангард



17 ноября 2020
09:54
Хроника
Поделиться