Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв юхакан пăрăхсене тасатаççĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов Л. Манзуркина индивидуаллă предприниматель пăхса тăракан автоçулсен участокĕсенче вырнаçнă шыв каякан пăрăхсене çỹп-çапран тата ытти ăпăр-тапăртан еплерех тасатнине тĕрĕсленĕ.

- Ĕçсене графикпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пыратпăр, сивĕсем пуçланиччен вĕçлетпĕр, - тесе пĕлтернĕ подрядчик тĕл пулура.

Вырăнти çулсен тăршшĕ районта 130,1 çухрăм шутланать, пурĕ вара унта шыв юхмалли 235 пăрăх вырнаçтарнă. Çулсене И. Рубцова, Л. Манзуркина индивидуаллă предпринимательсем тата Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ тирпейлесе, тасатса тăрать.

 (Хамăр корр.)

Авангард



13 ноября 2020
13:22
Хроника
Поделиться