Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кружок членĕсем çĕнтернĕ

Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулта Раççей вĕрентỹ академийĕн академикне Г. Волкова асра тытса регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ çитĕнекен ăрăва этнопедагогикăна никĕслекенĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарасси, ăна тĕпчеме явăçтарасси пулнă. Вĕрентекенсем те айккине юлман тупăшуран.

Фестивале 407-ĕн хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне 6 номинаципе хакланă.

 Тупăшăва Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те явăçнă. Театр кружокĕн ертỹçи Н. Путякова ертсе пынипе 5 тата 7 классенче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ "Хурама вулли" спектакль сыпăкне выляса "Г. Волков калавĕн чи лайăх инсценировки" номинацире çĕнтерỹçĕ пулнă. Вĕренекенсем шкул чысне хỹтĕлени савăнтарать.

 А. ИВАНОВА

Авангард



13 ноября 2020
13:39
Хроника
Поделиться