Аталану çул-йĕрне уçăмлатнă

Шкул ертỹçи пулма паян çăмăлах мар. Çакăн тĕп сăлтавĕ - пурнăçăн кашни сферинче çĕнĕрен çĕнĕ улшăнусем пулса тăни. Кун-çул уттипе утас тесен мĕн тумалла-ха? Ыйту хуравне уçăмлатма пуçтарăннă те ĕнтĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисем. Кунта "Шкул - аталанăва йĕркелесе пыракан объект" темăпа семинар-практикум иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркеленĕ.

Тĕп доклада Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева тунă. Калаçура ертỹçĕсем паянхи пурнăçра вĕрентĕве йĕркелесе пырасси улшăннине палăртнă. Малти планра çыннăн пултарулăхне аталантарасси - васкавлă йышăнусем тума вĕрентесси, çаврăнăçулăха хăнăхтарасси, ку чухнехи пурнăç ыйтнине тивĕçтересси - пулса тăрать. Çынпа хутшăнма, командăпа ĕçлеме хăнăхасси, критикăлла шухăшлама вĕренесси паха.

 Семинарăн практика пайĕнче директорсем "Кĕпер" вăййа хутшăннă. Унта вара кадр политикипе, хуçалăх ыйтăвĕсемпе, вĕрентỹ ĕçĕнче сиксе тухнă конфликтсене татса парассипе çыхăннă кейссене хуравланă.

Юлашкинчен семинара хутшăннисем "Малашлăхри шкул патне пилĕк утăм" проектпа ĕçленĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



11 ноября 2020
10:05
Хроника
Поделиться