Ватă чиркỹ çĕнелнĕ (Тăрăн чиркĕвĕ çĕнĕрен уçăлнă май)

Хăватсем тăвакан Николай святитель ячĕпе хисепленекен Тăрăн чиркĕвĕ районти чи ватă храм шутланса тăрать. Вăл уçăлни кăçал 273 çул çитрĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ самана витĕр тухнă ун сăваплă кун-çулĕнче православи чиркĕвĕн çирĕп йĕркипе тасалăхĕ пĕр улшăнмасăр сыхланса юлнă. Вăл паян та Турра ĕненекенсене çăлăнăç çулĕпе шанчăклăн ертсе пырать.

Чиркỹ çуртне вара, йывăçран тунăскере, кивелсе пынă май 2-3 хутчен те тĕпрен юсама е куçарса лартма тивнĕ. Çак вăхăтра архитектурăпа дизайн енĕпе шалтан та, тултан та кăштах хăш-пĕр улшăнусем тунă пулсан та, вăл хăйĕн малтанхи сăн-сăпатне çухатман. Пачах та урăхла. Ватă чиркỹ паян çĕнелсе çамрăкланнă, илемĕпе куçа илĕртет. Çулталăк ытла тĕпрен юсанă хыççăн чиркỹ кĕллишĕн тунсăхласа çитнĕ хăйĕн ачисене çĕнĕрен тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Никĕсрен пуçласа куполпа хĕрес таран çуталса çĕнелнĕскер, шурă кăвакарчăн евĕр çăлăнăç карапĕ чан сасси витĕр чиркỹ халăхне каллех хăй патне чĕнет. Иртнĕ эрнекун çĕнĕрен уçăлакан чиркỹ кĕллине пынă тĕрлĕ çĕртен пухăннă çынсем çакна хăйсемех уççăн туйса илчĕç.

Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор владыка чиркĕве тултан та, шалтан та, хĕреслĕ çỹревпе çаврăннă май, сăваплă шывпа сирпĕтсе, таса çу сĕрсе, кĕл туса тасатрĕ. Ун хыççăн архиерей ертсе пынипе аслă литурги кĕлли пуçланчĕ. Унпа пĕрле 12 священник тата диаконсем кĕлĕ турĕç. Типĕ тытнисем Туррăн тасалăх парнисенчен пая кĕрсе ăна ăша илчĕç.

Петр Федоров протоиерей Тăрăн чиркĕвĕн кĕске историйĕпе паллаштарчĕ. Христос чиркĕвĕн пурнăçри таса вырăнăвĕпе ун пысăк пĕлтерĕшне аса илтерчĕ. Чиркỹ настоятелĕ Серафим игумен Феодор владыкăна кунти чиркỹ пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Л. ЛЯЛЬКИН.

АВАНГАРД



03 ноября 2020
09:59
2020 год
Поделиться