Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешĕн сумлă юбилей, сунар ăна сывлăх, телей

К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисткин, Чăваш Республикин халăх артисткин, Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕн Валентина Ситован юбилей каçĕ иртнĕ. Уявра артистка Борис Дроздăн пьеси тăрăх лартнă "Авланатăп, эпĕ авланатăп" спектакльти Федулова сăнарне калăпланă.

Валентина Ситова 1960 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче çуралнă. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинчен 1983 çулта вĕренсе тухнă. Ун хыççăн ăна Чăваш патшалăх академи театрĕн труппине илнĕ.

Зал тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, пĕрле ĕçлекенсемпе, искусствăна, артистка талантне юратакансемпе тулнă. Малтанах пухăннисем артистка вылянă спектакльсенчи сыпăксене, ăсталăх çулĕнчи сăн ỹкерчĕксене пăхнă.

Республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин профессиллĕ искусство, вĕрентỹ тата халăх ăсталăхĕн пайĕн начальникĕн çумĕ О. Ефремова министерствăн Хисеп грамотипе чысланă.

СССР халăх артисчĕ, академи драма театрĕн художество ертỹçи В. Яковлев Валентина вылянă рольсене аса илнĕ, вĕсем Раççей тата Чăваш искусствин ылтăн фондне кĕнине палăртнă.

Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, театр директорĕ Ю. Владимиров, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Г. Медведев Валентина Ситова чăваш культурине чунтан парăнса ĕçленине палăртнă. Патăрьел районĕнче пурăнакансен ячĕпе ентеше районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ И. Соловьев, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Р. Селиванов район администрацийĕн Хисеп грамотине парса малашнехи ĕçре ăнăçу суннă.

 А. ИВАНОВА

АВАНГАРД



30 октября 2020
13:28
2020 год
Поделиться