Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем - виççĕмĕш

Октябрĕн 10-мĕшĕнче Куславккара Ял спорт вăййисем иртнĕ. Унта Патăрьел районĕн команди те хутшăннă. Çирĕммĕш хут йĕркеленĕ республика шайĕнчи мероприятинче алă вăй виçес, кире пуканĕ йăтас, вĕрен туртас, лапталла, теннисла выляс тата ытти енĕсемпе тупăшнă. Çавăн пекех çемье командисем тата доярсемпе механизаторсем те ăмăртнă.

Патăрьел, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт, Шăнкăртам, Пикшик, Ишлĕ, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа ял тăрăхĕсенче пурăнакансенчен йĕркеленĕ ушкăн районсем хушшинче пĕтĕмĕшле кăтартусемпе виççĕмĕш вырăна тухнă.

А. ИВАНОВ

АВАНГАРД



13 октября 2020
10:09
Хроника
Поделиться