Коронавирус, бюджета пурнăçлани, инфратытăм ыйтăвĕсем тавра

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.Канашлура тĕп темăсенчен пĕри вырăнти ял тăрăхĕсен территорийĕсенче коронавирус инфекцийĕ çĕнĕрен сарăласран асăрханасси пулнă. Çакна та палăртса хăвармалла. Октябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне кăшăлвируспа 17ĕн чирлеççĕ. Вĕсенчен 8-шĕ Шупашкарта сипленеççĕ. Коронавирус пандемийĕ пуçланнăранпа 213 çын инфекциленнĕ, 196-шĕ сывалнă, 2642 гражданин çак чирпе медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Паянхи куна 48ăн медицина сăнавĕнче.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлура çавăн пекех вырăнти администрацисенче 2020 çулхи тăхăр уйăхри бюджета мĕнле пурнăçлани, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн, тăваттăмĕш кварталти тĕллевсем пирки те сăмах пуçарнă. Çак ыйтусемпе район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Наталия Хлебникова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла ифратытăм аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов тухса калаçнă.

 Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова кун йĕркинче пăхса тухнă ыйтусен пĕлтерĕшне çивĕчлетнĕ, уйрăмах районта коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва çирĕп сăнаса тăмаллине, ăна çĕнелме парас мар тесе мĕн пур профилактика мерисене пăхăнмаллине каланă.

А. НИКОЛАЕВА

АВАНГАРД



13 октября 2020
10:10
Публикации
Поделиться