Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурс комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ

 Иртнĕ кĕçнерникун, октябрĕн 8-мĕшĕнче, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхне палăртас тĕлĕшпе тимлекен конкурс комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2020 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă 469-рг номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн комиссие Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрне Владимир Степанова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Олег Мешкова, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорне Юрий Исаева, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политика управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен консультантне Владимир Галкина кĕртнĕ. Çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕнчен районти депутатсен Пухăвĕн председательне Николай Тинюкова, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне, фермер хуçалăх ертỹçине Решит Санзяпова, "Исток" çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорне Александр Илюткина, районти Общество канашĕн председательне Анатолий Самакина сĕннĕ.

Пĕрремĕш ларура Владимир Степанова конкурс комиссийĕн председателĕ, Николай Тинюкова унăн çумĕ, Владимир Галкина секретарь пулма суйланă.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхне палăртас тĕлĕшпе конкурс 2020 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче 10 сехетре район администрацийĕн ларусем ирттерекен пĕчĕк залĕнче иртет.

 (Хамăр корр.)

АВАНГАРД



13 октября 2020
10:08
Поделиться