Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕçĕн Арапуçĕнче те ФАП пулĕ

РАЙОНТА çулсеренех тĕрлĕрен программăпа социаллă культура объектсем хута каяççĕ. Çак кунсенче çеç редакцие тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Подрядчиксене палăртакан уполномоченнăй Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсемпе тимлекен патшалăх служби республикăра виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас пирки электронлă аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Ку чухнехи модульлĕ ФАПсене "Сывлăх сыхлавĕ" ("Здравоохранение") наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тăваççĕ. Вăл шута Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕ те кĕнĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен тăвакан медицина учрежденине çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме палăртнă. Проектпа смета документацийĕпе килĕшỹллĕн унта мĕн пур услови пулмалла: ăшă тата электроçутă, вĕри тата сивĕ шыв тата ытти те.

АВАНГАРД



13 октября 2020
10:04
Поделиться