Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавируса иккĕмĕш хут çул парар мар!

КОРОНАВИРУС пандемине пула кĕртнĕ хăш-пĕр чарусене чакарнă хыççăн çынсем ирĕк туйрĕç пулас, асăрханулăха хавшатрĕç тесен те юрать: маскăсене тăхăнма пăрахрĕç, дистанцие шута илмеллине, суту-илỹ лавккисенче дезинфекцилекен хатĕрсемпе усă курмаллине те манчĕç темелле. Хамăра çакăн пек тытма иртерех. Хальхи вăхăтра МИХ хатĕрĕсенче тăтăшах çак вирус çĕнĕрен вăй илме пултарасси пирки асăрхаттарсах тăнине шута илес пулсан та кăшăлвируса иккĕмĕш хут "хуçаланма" парас мар тесен, паян пурин те маска режимне пăхăнмалла. Уйрăмах лавккасене кĕрсен, обществăлла вырăнсенче çак хатĕрпе хỹтĕленни ытлашши пулмĕ. Ку тĕлĕшпе районта мобильлĕ ушкăнсем тăтăшах вырăнсене тухса çỹреççĕ, магазинсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче йĕркене пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Маскăсăррисене вара штрафлама та пултараççĕ.

АВАНГАРД



09 октября 2020
11:40
Публикации
Поделиться