Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Ылтăн кĕркунне - 2020"

Ял хуçалăх тытăмĕнчи çĕнĕ технологисемпе паллашас, тухăçлă хутшăнусем йĕркелес, çĕнĕ килĕшỹсем çирĕплетес тĕллевпе октябрĕн 7-мĕшĕнче Раççей шайĕнче çулсерен йĕркелекен "Ылтăн кĕркунне" курав уçăлнă. Анчах та вăл онлайн мелĕпе иртет. Çавăн пекех кунта агропромышленность комплексĕнчи çĕнĕлĕхсене хаклаççĕ, ял хуçалăх продукцийĕсене сутмалли майсене анлăлатма тăрăшаççĕ.

 "Ылтăн кĕркунне" курава Чă-ваш Ен делегацийĕ те кайнă: Интернет уçлăхĕнче 21 предприятин экспозицине курма май пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен курава район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, фермер хуçалăх ертỹçи Решит Санзяпов, "Лук- Агро" кооператив представителĕ Леонид Кузнецов, "Исток" çĕр ĕç фирмин тĕп директорĕ Александр Илюткин хутшăнаççĕ. Сăмах май каласан, Патăрьелсем кашни çулах кунта тĕрлĕ номинацире палăраççĕ.

Агропромышленность тытăмĕнчи çĕнĕ технологисемпе паллаштаракан курава хаклама та май пур. Каласа хăвармалла, "Ылтăн кĕркунне - 2020" куравпа онлайн мелĕпе золотяосень2020.рф. сайтра паллашма пулать. Курав октябрĕн 10-мĕшĕччен тăсăлĕ.

 А. ИВАНОВ

АВАНГАРД



09 октября 2020
11:51
2020 год
Поделиться