Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алли ылтăнран çĕвви пулать шăрçа пек

 ЧĂВАШ Республикинчи ал ĕç ăстисен пĕрлешĕвĕн членĕ, Туçари вăтам шкулта технологи урокĕсене ертсе пыракан Антонина Глинкина вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япала хатĕрлеме ăста. Çавăн пекех вăл пуканесене те чăваш тумтирне çĕлесе, тĕрлесе тăхăнтартать. Пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансене вăл хăйĕн пултарулăхне хаваспах вĕрентет. Нумай пулмасть Антонина Васильевна И. Н. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи технологипе экономика факультетĕнчи иккĕмĕш курс студенчĕсемпе мастер-класс йĕркеленĕ. Вăл вĕсене килте тĕртнĕ пиртен чăваш кĕпи мĕнле касса çĕлемеллине каласа тата кăтартса панă. Пĕрлех пуçа тăхăнмалли хатĕр- семпе, вĕсен историйĕпе, хăш уявсенче тăхăннипе паллаштарнă. Студентсем валли А. Глинкина хăйĕн ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ.

АВАНГАРД



06 октября 2020
10:06
Хроника
Поделиться