Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наталия АНДРЕЕВА: Учитель профессийĕ ачаранпах килĕшет

«Тĕрлĕ конкурса хутшăнмаллах. Çынсене пăхмалла, ĕçре пĕр вырăнта тăмалла маар, уссе пымалла», - тет вăл. Сăмахăм Патăрьелти 1-мĕш шкулăн директорĕ Наталия Андреева çинченĕ Учитель кунĕ çывхарнă май истори наукисен кандидачĕпе Наталия Борисовнăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Наталия Борисовна, вĕрентекен пулма ачалăхăн хăш усĕмĕнче палăртнă эсир?

- Эпĕ шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕрентекен пулма ача садне çуренĕ чухнех тĕв тунă. Темшĕн мана çак професси питĕ килĕшетчĕ. Ĕç кунĕ ирхи саккăртан пуçласа вун çичĕ сехетчен пулманни кăмăла каятчĕ. Учительницăсем яштака, илемлĕ, интеллигентлă пулни илĕртетчĕ. Вĕсемпе калаçма интереслĕччĕ. Çавсен ретне манăн та питĕ кĕрес килетчĕ. Вĕрентекенсем енĕпе пурнăçра мана питĕ ăннă. Вĕсем паянхи кунчченех манăн.кумирсем. Вĕсенчен пĕри - Александра Соколова. Александра Владимировнăна пĕтĕм класс юрататчĕ. Вăл пире икĕ çул вĕрентнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкара ĕçлеме куçса кайрĕ. Çак тапхăрта вăл пире питĕ илĕртме пултарчĕ. Ăна ытараймасăр пирĕн класран нумайăшĕ педагогика енĕпе вĕренме кайрĕ.Сăмах май, пирĕн шкулта манпа пĕр класра вĕреннĕ Наталия Антонова ĕçлет халĕ. Вăл кĕçĕн классене пĕлу парать. Çавăн пекех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Черновăна, Лидия Мулюкова историке, пирĕн класс ертуçине Василий Мулюкова тав сăмахĕ калас килет. Тĕлĕнсе каймалла пултаруллă педагогсемччĕ вĕсем. Чыс та мухтав учитель ĕçне! Вĕсем хăйсен ĕçне çав тери юрататчĕç. Предметне пире илĕртмелле вĕрентме пĕлетчĕç. Класс ертуçи Василий Павлович эпир 11-мĕш класра чухне пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни пирĕншĕн пĕтĕм класĕпех пысăк хуйхă пулнăччĕ. Çулсеренех пĕр класран вĕренсе тухнисем пуçтарăнсан масар çине çитсе килетпĕр, юратнă вĕрентекене пуç таятпăр. Çулерех асăннă ытти вĕрентекенсем, телее, сывă. Эпир вĕсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Вĕсем маншăн учитель пек те, пархатарлă çын пек те тĕслĕх вырăнĕнче.

- Калăр-ха, эсир мĕншĕн историе суйланă?

- Эпĕ историе питĕ юрататтăмччĕ, историпе, аваллăхпа çыхăннă кĕнекесене вулама кăмăллаттăмччĕ. Лидия Михайловна урокра çĕнĕ тема вĕрентнисĕр пуçне историпе çыхăннă кĕнекесем вуласа паратчĕ. Çапла майпа вăл пире историпе кăсăклантарса янăччĕ. Эпир çак саманта питĕ кĕтеттĕмĕрччĕ. Çавăнпа ыйтусене хăвăрт тата «5» паллăлăх хуравлама тăрăшаттăмăрччĕ. Калăпăр, «Борьба за огонь» кĕнекене вуласа панине астăватăп. Пирĕн класра вĕреннисенчен кирек камран ыйт - пурте Лидия Мулюкова Китай çинчен каласа панине аса илĕ. Вăл Китайра çуралнă, малтанхи çулсенче унта пурăннă. Унăн ашшĕ çар çынни пулнă. Ытти çĕршыв пирки те нумай каласа панă Лидия Михайловна. Кайран мăшăрĕпе Василий Павловичпа пире Чĕмпĕре, Раççейри «Ылтăн ункă» тăрăх курма илсе çуретчĕç. Шупашкара та экскурсие çитсе килнĕччĕ. Аслă шкулта хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Василий Димитриев профессор патĕнче вĕренме тур килчĕ. Каярах вăл мана аспирантурăра вĕренме сĕнчĕ, манăн ăслăлăх ертуçи пулчĕ. Тĕлĕнмелле ырă çынччĕ вăл, студентсемшĕн хăйĕн ачисемшĕн пекех çунат. Эпĕ ун патне диссертацин пĕр-пĕр пайне тĕрĕслеттерме килсен Шупашкарта ăшшăн кĕтсе илетчĕ, чей ĕçтернĕ май пурнăçăм çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Манăн пурнăçăмра мĕн пулса иртни йăлтах интереслĕччĕ уншăнĕ Пулăшса, хавхалантарса пыратчĕ. Ĕçĕмпе пушă мар чухне, диссертаци пирки кăштах мансан почта урлă çыру яратчĕ. Çавăнпа манăн шанăçа питĕ турре кăларас килетчĕ. Вăл пулăшнипе лайăх хутĕлентĕм. Ялта пурăнса ĕçлеме, пĕр харăсах диссертаци çырма çăмăлах мар пулин те. Ĕçленĕ тапхăртах манăн Мускава, Хусана, Чĕмпĕре, Йошкар-Олан, Шупашкара кайса килме тиветчĕ.

- Диплом илсен эсир тăван Патăрьелех таврăнас терĕр-и?

- Ваканси пулчĕ те тăван шкулта 4-мĕш курс хыççăнах вăй хума тытăнтăм. 5-мĕш курсра чухне ĕçлеттĕмччĕ те, вĕренеттĕмчч те. Вăхăт чуппи пач та сисĕнмерĕĕ Учительте – 23, шкул директорĕнче 8 çул вăй хуратăп ĕнтĕ. Пĕр вăхăтра харăсах ЧПУн Патăрьелти филиалĕнче студентсене 11 çул пĕлу панăччĕ.

- Наталия Борисовна, Учитель кунĕ çывхарать. Мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр ăна? Сирĕншĕн уяв-и вăл?

- Вĕрентекен кунĕ пирĕн шкулти кăна маар, пĕтĕм çĕршыври педагогика коллек-ивĕшĕн пысăк праçник. Вăл пирĕн професси уявĕ. Учитель статусне халалланă ăна. Çак кун, саламсем йышăннă май, вĕрентекенĕн ĕçĕ педагогшăн хăйĕншĕн те, ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те, патшалăхшăн та çав тери пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплететпĕр. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун шкулта хăй тытăмлăх кунне йĕркелетпĕр. Уяв кунĕнче ачасене учитель пулма шанатпăр. Вĕсем хăйсен хушшинче шкул директорне, администрацие суйлаççĕ, педагогсене палăртаççĕ. Уроксем хыççăн вĕсем пĕчĕк педканаш ирттереççĕ. Унти йышăнусемпе кайран пире паллаштараççĕ. Çапла туни аван та. Учитель пулас текенсем хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхаççĕ. Вĕренту процесĕ чăнах та килĕшет-и вĕсене. Чăнласах вĕсем валли-и вăл. «Учитель пуласси çав тери йывăр-çке», – теççĕ вĕсем хăй тытăмлăх кунĕ хыççăн. Çак йăлана малашне те тытса пырăпăр. Кăçал, пандемие пула çакна тума май килĕ-ши – пĕлместĕп. Анчах каярах та пулин эпир ăна ирттерĕпĕр коллективра. Вĕрентекен кунне уявлатпăрах.

- Шкулĕ пысăк, директорăн ĕç нумай. Уроксем ирттерме вăхăт юлать-и?

- Манăн сехет нумай маар, ачасене историпе, обществознанипе пĕлу паратăп. Ертуçĕ ĕçĕ вăхăта нумай илет. Апла пулсан та педагогика ĕçĕнчен пăрăнни ертуçĕшĕн начар япала. Çав атмосферăна мансан унпа çыхăннă ыйтусене асăрхами пулатăн. Хăв вĕрентсен учителе çывăх. Хамăн уроксенче шкул пурнăçне ахаль учителĕн куçĕпе куратăпĕ. Сиксе тухнă çак ыйтусене вăхăтра тата тĕрĕс татса пама пулăшать.

- Эсир тĕрлĕ конкурса хутшăннипе те палăратăр.

- Тĕрлĕ конкурсра вăй виçме шутсăр кăмăллатăп. Çавăн пекех квалификацие устермелли курссене çуретĕп. Курссенчен, конференцисенчен таврăннă хыççăн хама, кăшт кăна пулин те, хамăн профессире çулерех пулнине туятăп. Конкурссенче çĕннине питĕ нумай пĕлетĕн. Хăвна урăх енчен куратăн. Конкурса хатĕрленнĕ тапхăр шутсăр килĕшет мана. Конкурса хутшăннă чухне унăн пĕтĕмлетĕвĕ. вăл мĕнпе вĕçленесси пирки пач та шухăшламастăп. «Конкурссене хутшăнмаллах, вĕсенчен пăрăнмалла мар», – тетĕп учительсене. Тума пултарайманнине те парăнтаратăн вĕсенче. Çакă маншăн питĕ интереслĕ. 2006 çулта пĕрремĕш хут «Чи лайăх класс ертуçи» конкурсра ăмăртнăччĕ. 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. 2012 çулта «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурсра çĕнтертĕм. Республикăра та мала тухрăм, Липецк хулинче Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма тивĕçрĕм. Унтан таврăнсанах мана директор пулма шанчĕç. Асăннă конкурсра 15 финалистчĕ. Эпĕ вĕсен йышне кĕрейменччĕ.«15 финалист, ыттисем пурте вун улттăмĕшĕсем», – тетчĕç тупăшура вăй виçнисем. Астăватăп, Пĕтĕм Раççейри конкурса хатĕрленесси интереслĕ пулнăччĕ. Харпăр хăйĕн «çимĕçне» хатĕрлемешкĕн питĕ нумай пĕлмелле. Унта нумай регионтан пухăннă педагогсемпе паллашса-туслашса нумай çĕннине илтĕм. Таврăнсан шкулта квалификацие устермелли корпоратив курсне йĕркелерĕм. Çакна тĕпе хурса «Педагогика технологийĕсем» статья çыртăм. Унпа Шупашкарта иртнĕ конференцире тухса калаçрăм. 2019 çулта «Ертуçĕ шухăшĕ» «Управленческая идея» республика конкурсне хутшăнтăм. Шкулта пурнăçа кĕртнĕ проектпа паллаштармаллаччĕ унта. Пирĕн шкул мала тухнăччĕ. Кăçал «Ертсе пыракансен команди» конкурсра хутшăнма ыйтсан программине тишкертĕм те питĕ интереслĕ пек туйăнчĕ. Хамăр хуранта кăна вĕремелле маар терĕм. Ку конкурсра вара вĕренту сферинчен тухма май пулчĕ. Кунта тĕрлĕ сферăри ертуçĕсем вăй виçрĕç. Çурма финалта, калăпăр, бизнесра, банк тытăмĕнче, патшалăх службинче ĕçлекенсем пурччĕ. Вĕсен шухăшĕсемпе паллашма мана питĕ кăсăклă пулчĕ. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухма тиврĕ Пирĕн шухăшлав хăвăртлăхне, йышăнусем тума пултарнине, ертуçĕн йăнăшĕсене тупма тата вĕсене турлетме пултарнине тĕрĕслерĕç. Ку конкурсра çĕнтерни маншăн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Çĕнтерĕве эпĕ пачах кĕтмен, кăмăл-сипет енчен хатĕр те пулман. Пĕлĕве çакăн пек пысăк хак пани савăнтарчĕ. Манăн шухăшпа, финала тухнă 25 çын пурте çĕнтерĕве тивĕçчĕ. Тĕлĕнмелле интереслĕ ертуçĕсемччĕ вĕсем.

- Наталия Борисовна,наука ĕçĕпе ларма вăхăт юлать-и?

- Пытармастăп, юлашки вăхăтра диссертаци теми патне пыма вăхăт пулмарĕ. Тен, каярах ун патне таврăнăп. Кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ. Пĕлтĕр Шупашкар 550 çул тултарнине уявларăмăр. Манăн ĕçĕм шăпах унпа çыхăннă, «Шупашкар хули XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррийĕнче». Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ пур хулана та çитнĕ эпĕ. Ман шутпа, ку регионти историшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе малалла тăсмаллах. Эпĕ пухнă материал питĕ нумай. Вĕсем пурте диссертацие кĕреймерĕç.

- Малашнехи ĕмĕтсем, тĕллевсем пирки те каласа хăварсамăр.

- Манăн тĕп тĕллев халĕ - шкула хăтлă та илемлĕ тăвасси. Эпир шкулпа юнашар çĕнĕ хушма корпус уçнă. Унта 154 ача пĕлу илет. Çав корпуса çитме çул çук. Çула май килнĕ таран хăвăртрах тутарас килет. Халĕ ку енĕпе ытларах ĕçлеме майсем те нумайланчĕç. Мана районти депутатсен пухăвĕн депутатне суйларĕç. 2025 çулта пирĕн шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем тума палăртнă. Хамăр коллективпа тĕрлĕ конкурса хутшăнас, пĕр-пĕр грант илес килет. Халĕ пирĕн 11-мĕш класра вĕренекен пĕр хĕрача «Пысăк тăхтав» (Большая перемена) конкурса хутшăнч.ĕ Вăл шкулти коридорсене улăштарма, урăхлатма сĕнчĕ. «Пысăк тăхтав вăхăтĕнче ачасем усăсăр чупса ан çуреччĕр, психологи тĕлĕшĕнчен канччăр. Кунта çемçе сĕтел-пукан пултăр. Шкулта релакс зонисем хăтламалла», – шухăшне палăртрĕ вăл. Çак сĕну пире питĕ килĕшрĕ. Шухăша тĕпе хурса конкурс валли документсем хатĕрлеме, грант илме пулать.

- Сирĕн калаçуран учитель ĕçĕ питĕ интреслине ăнлантăмăр. Çапах йывăрлăх та çук мар-тăр?

- Ачасемпе ĕçлесси пĕрре те çăмăл маар. мĕншĕн тесен вĕрентекен çине питĕ пысăк яваплăх тиенет. Эпир пуриншĕн те явап тытатпăр. Каникул вăхăтĕнче те вĕренекенпе мĕн те пулин пулас тăк пирĕнтенех ыйтаççĕ. Кунтан пысăк йывăрлăх курмастăп. Кăçал РФ Президенчĕ Владимир Путин класс еруçисене 5 пин хушса тулесси çинчен йышăну тунине питĕ тĕрĕс, кирлĕ тесе шухăшлатăп. Класс ертуçи питĕ нумай ĕç тăв,упăшка та, асатте-асанне те… «Хăвăра, çывăх çыннăрсене упрăр. Сирĕнтен хакли вĕсемшĕн никам та çук. Çемье валли те вăй-хал хăварăр», - тетĕп эпĕ вĕрентекенсене тăтăшах. Пурнăçра хамăн вырăна тупнă тесе шухăшлатăп. Хама урăх отрасльте курмастăпĕ.

- Ачăрсем те сирĕн çулпа кайнă пек туйăнать…

- Хĕрĕм Ника И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче стоматологи уйрăмĕнче вĕренет. Вăл хăй вăхăтĕнче ОБЖпа Пĕтĕм Раççейри олимпиада призер, РФ Президенчĕн стипендиатки пулчĕ. Ника 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех тухтăр пуласси пирки палăртса хучĕ. Эпĕ ăна вĕрентекенех ярасшăнччĕ, темиçе те калаçрăм ку темăпа…«Мĕншĕн шăл тухтăрне кайма шухăшларăн вара?» – ыйтрăм пĕррехинче. «Аннеçĕм, манăн профессире кăна маар, çемьере те ăнăçлă пулас килет. Кабинет алăкне хупсан ĕç пирки манасчĕ, ытти пĕтĕм вăхăта çемьене халалласчĕ тетĕп», – шухăшне палăртрĕ вăл.

Роза ВЛАСОВА

Хыпар



02 октября 2020
10:53
Хроника
Поделиться