Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Историе пĕлетĕн, мала тухатăн

 СЕНТЯБРĔН 24-26-мĕшĕсенче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчи студентсен "БАТ" команди Раççейри профтехвĕрентĕве 80 тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа професси илме пулăшакан организацисем хушшинче республикăра йĕркеленĕ "Аслă истори çулĕпе" интелектуаллă квест-вăййа хутшăннă.

Команда виçĕ кунта тĕрлĕ задани пурнăçланă: хăйсен пулас специальноçĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пирки каласа панă, онлайн режимпа республика историйĕпе çыхăннă ыйтусене хуравланă. Алексей Федотов (команда капитанĕ), Евгений Макаров, Сергей Марлынов, Вадим Токарев тата Анастасия Годунова анлă тавракурăмлă пулнине, историпе туслине кăтартса панă, квест-вăйăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ачасене конкурса историпе тата обществознанипе вĕрентекенсем - Лариса Мальцевăпа Татьяна Имеркина - хатĕрленĕ.

АВАНГАРД



02 октября 2020
11:38
Хроника
Поделиться