Ентеш- министр - чи лайăххисен шутĕнче

 Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн ĕçне Раççей Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă май пысăк хак панă. Тĕл пулу сентябрĕн 29-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ.

 Джамбулат Хаутов республика Пуçлăхне суйлавра тивĕçлипе çĕнтернипе саламланă май ăнăçлă ĕçре командăн тỹпи пысăккине те палăртнă.

"Сергей Геннадьевич ĕçе малалла тăсни пирĕншĕн икĕ хут кăмăллăрах. Ăна шаннăшăн сире тавах. Эпир шутланă тăрăх, вăл министр пулма тивĕçлисен шутĕнче, мĕншĕн тесен кашни ыйтăва тĕрĕс тата ăнăçлă татса пама тăрăшать. Малашне те патшалăх пулăшăвĕсем пулсах тăрасса, производство калăпăшне ỹстерессе, технологисене пурнăçа кĕртессе шанса тăратпăр, - тенĕ вăл, пĕрлех Сергей Артамонов федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăх виçĕ тата çĕршыври чи лайăх 20 министр шутне кĕнине пĕлтернĕ. Сăмах май, Сергей Геннадьевич пирĕн ентеш, унăн ачалăхĕ Пăлапуç Нурăсĕнче иртнĕ.

Раççей ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов республикăра ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май АПК активĕпе тĕл пулнă, предприятисен ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

(Хамăр корр.)

АВАНГАРД



02 октября 2020
11:46
Поделиться