Çутçанталăк тусĕсем субботник ирттерчĕç

Çутçанталăк тусĕсем субботник ирттерчĕç

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче, шăматкун, Тăрăн ял тăрăхĕнче уçнă çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан "Игорев паркне" парк никĕслевçи, Треньел чăвашĕ Валерий Игорев пуçарнипе çутçанталăк тусĕсем хăнăхнă йăлапа килсе субботник ирттерчĕç. Районăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă хастарсем Пĕтĕм Раççейри "Симĕс Раççей" общество юхăмĕ пуçарнă "Çĕнтерỹ вăрманĕ" экологи акцие хутшăнса парк лаптăкне тирпей-илем кĕртрĕç, хăрнă е чирленĕ йывăç-тĕме тасатрĕç, пĕрлех пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан çĕпĕр кедрĕн тата туя хунавĕсене, ытти тĕмсене лартса хăварчĕç.



29 сентября 2020
09:04
2020 год
Поделиться