Урхамахсем тăраç тапăртатса

ЛАШАСЕМ чупнине курма юратман çын пур-ши? Районта пурăнакансем спортăн çак тĕсне уйрăмах кăмăллаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăха хавхалантарма тата хăйĕн 50 çулхи юбилейне халалласа Шăнкăртам ял тăрăх депутачĕ Рустам Сагдеев Шăнкăртамри "Халăх туслăхĕ" паркра нумай пулмасть урхамахсен ăмăртăвне йĕркеленĕ.

Старта Тутар Республикинчи Пăваран, Канаш хулинчен тата Шăмăршă районĕнчен, çавăн пекех хамăр районти Сăкăтри лашасем тăнă. Программăра пурĕ 7 чупу пулнă. Шăнкăртамри Альберт Хамбиковăн Кофеин урхамахĕ финала тухнă, Синематограф лăплантару чупăвĕнче выляса илнĕ.

 Сентябрĕн 26-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкăра Николай Кошкин лаша спорчĕн ветеранĕ ячĕпе юрха утсем ăмăртава тухаççĕ.

АВАНГАРД



29 сентября 2020
10:13
Хроника
Поделиться