Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тимлĕхе чакармалла мар

 Сентябрĕн 21-мĕшĕнче район администрацин Пысăк залĕнче халăх сывлăхне сыхлассипе ĕçлекен районти канашăн ларăвĕ иртнĕ, унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова ертсе пынă.

 Ларура районта халăх вилеслĕхне тата гриппа, ОРВИпе, коронавирус инфекцийĕпе кĕрешеслĕхе тата пĕрремĕш çур çулта чир-чĕртен сыхланса тунă тивĕçлĕ йышăнусене пăхса тухнă. Ку ыйтусемпе районти тĕп больницăн тухтăрĕ Николай Тинюков тата Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Оксана Токмакова тухса калаçнă. Çавăн пекех пандемие хирĕçле ытти структурăсемпе туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ Зофэр Камалетдинов паллаштарнă.

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева шкулта грипп тата вируслă ытти инфекцисем сарăласран профилактика ирттерсех тăнине, ачасемпе калаçусем йĕркеленине пĕлтернĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин халăх сывлăхĕшĕн пурте пĕрле пĕр шухăшлă пулса тăрăшмаллине палăртса хăварнă.

Светлана Чернова ларура хускатнă ыйтусем хальхи вăхăтра та питĕ çивĕччине, çавна май чир-чĕр ересрен, сарăласран тимлĕхе чакармалла маррине каланă.

(Хамăр корр.).

АВАНГАРД



29 сентября 2020
10:20
Публикации
Поделиться