Ăшă та хăтлă çĕнĕ çуртра пурăнма та кăмăллă

Сентябрĕн 25-мĕшĕ Ирина Васильевăпа Светлана Хадарова тăлăхсемшĕн тата Турханти нумай ачаллă Чемеровсен çемйишĕн яланлăхах асра юласса шанас килет. Шăпах çак кун патшалăх пулăшăвне хăйсем çинче туйрĕç. Вĕсен савăнăçне пĕрле пайлама Чăваш Республикин строительство, архитектура тата коммуналлă çурт-йĕрпе хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн районти секретарĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Николай Осипов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

 "Ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене хушма социаллă пулăшупа тивĕçтермелли йышăнусем пирки калакан" федераци саккунĕпе тата "Çурт-йĕр йĕркелĕвĕ пирки калакан" Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн Ирина Васильевăпа Светлана Хадарова Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ виçĕ хутлă çуртра паянхи пурнăç условисене тивĕçтерекен хваттерсен çăра уççисене аллине илчĕç. Сăмах май, объекта "Энергострой" пĕрлешỹ тунă. Хĕрсем хăйсене кĕтеслĕ пулма пулăшнăшăн, республика, район тăлăхсене тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕç. Хаваспах хăйсене тивĕçнĕ хваттерсемпе паллаштарчĕç. Тирпейлĕ те пысăк пỹлĕмлĕ "йăвашăн" чăннипех те хĕпĕртемелĕх пур.

Çакна та каласа хăвармалла: ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене çурт-йĕрлĕ тума районта кăçал 6 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Паяна виççĕшĕ район центрĕнче кĕтеслĕ пулнă. Тепĕр виççĕшĕн валли пурăнмалли вырăн тупса парассипе конкурс пырать. Пĕтĕмĕшле черетре 24 тăлăх тăрать.

Турханти Чемеровсем пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ, çавна май вĕсене "Нумай ачаллă, çул çитмен пилĕк е ытларах ача пуррисене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа килĕшỹллĕн хăтлă та илемлĕ çурт туса панă. Кил хуçисем пỹрте кĕнĕ чухне ваттисен йăлине асра тытса малтан кушакка кĕртрĕç. Аслисем те, кĕçĕннисем те çĕнĕ пỹртшĕн савăннине пытармарĕç.

 2009 çултанпа районти нумай ачаллă 27 çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Кăçал республика бюджетĕнчен Турхан тата Çĕньял ял тăрăхĕсенче пурăнакан икĕ çемье валли 6 млн тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвне тата 19ăн кĕтеççĕ.

О. ПАВЛОВА

АВАНГАРД



29 сентября 2020
11:02
Хроника
Поделиться