Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район чысне хỹтĕленĕ

Каçал енче ЧĂВАШ Наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикинчи Культура министерствипе республикăри Хĕрарăмсен канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма" конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн иккĕмĕш зонăри тупăшăвĕ кỹршĕ районта, Комсомольскинче, иртнĕ. Сумлă мероприятие кăçал Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 тата Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă.

Тупăшура 5 районти - Канаш, Елчĕк, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски - хастар та пултаруллă хĕрарăмĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен Анат Тăрмăшри культура çуртĕнче ĕçлекен Надежда Квасова хỹтĕленĕ.

 "Хĕрарăм - çемье ăшшине упраканĕ", Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине халалланă тата ытти пултарулăх конкурсĕсем витĕр - пурĕ 5 тапхăр - тухма тивнĕ конкурсантсен. Надежда Валерьевна маттурлăхне тỹресем пысăк хак панă, вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

АВАНГАРД



29 сентября 2020
10:53
Хроника
Поделиться