Пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ

Оперăпа балет театрĕнче ытларикун Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăннин церемонийĕ иртрĕ.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова церемони уçăлни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сăмах илчĕ. Вăл ТСК ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. 386436 çын - суйлавçăсен 75,63% - Олег Николаевшăн сасăланă. Çапла вара вăл уçă тата конкурентлă суйлавра çĕнтернĕ. «Суйлав кăтартăвĕсем легитимлă, тĕрĕс, объективлă тата тавлашусăр», - терĕ Александр Иванович.

Трибуна умне Олег Николаев хăй тухрĕ: тупа турĕ - Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене, саккунĕсене, РФ Президенчĕн указĕсене, Правительство йышăнăвĕсене пăхăнса, çын прависемпе ирĕкĕсене уяса ĕçлеме, Пуçлăх тивĕçĕсене республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн пурнăçлама шантарчĕ.

13 сехет те 10 минут - çак самант историе кĕрсе юлĕ: Олег Алексеевич ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăннине çирĕплетекен указа алă пусрĕ - текех вăхăтлăх мар…

Чи малтанах республикăн çак должноçа пĕтĕм халăх суйланипе йышăннă виççĕмĕш Пуçлăхне ПК спикерĕ Альбина Егорова саламларĕ, ăна пысăк опычĕ, ĕçченлĕхĕ яваплă ĕçре пулăшса пырасса шанса ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевича Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕн заместителĕ Олег Машковцев саламларĕ, суйлаври çĕнтерÿ халăх ăна шаннине çирĕплетнине палăртрĕ.

Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров кашни ăрăвăн хăйĕн тĕрĕслевĕ пулнине палăртнă май хăй Президент должноçне йышăннă чухне 1994 çулта Шупашкар ăна митингсемпе кĕтсе илнине аса илтерчĕ: çынсем ĕç укçине, ытти тÿлеве вăхăтра паманнине пула пăлханнă, çулсем пулман, хуласем те çут çанталăк газĕпе усă курайман. Çав вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ, анчах республикăн паянхи çĕнĕ ертÿçи умĕнче пурпĕр пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Николай Васильевич Олег Николаева чăннипех ĕçлеме пултаракан çынсем çине таянса малалла талпăнма сунчĕ, çапла майпа çеç «эпир пулнă, пур, пулатпăр» тени тÿрре тухĕ.

Регион Пуçлăхне çавăн пекех Федераци Канашĕн комитечĕн председателĕ Вячеслав Тимченко, Патшалăх Думин депутачĕ — «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» фракци лидерĕ Сергей Миронов, РФ промышленность министрĕн заместителĕ Алексей Беспрозванных, ыттисем саламларĕç. Савватий Митрополит Кирилл Патриарх ячĕпе саламласа ырă сунчĕ: «Турă пулăшса пытăр сире!»

Церемоние хăйĕн сăмахĕпе Олег Николаев вĕçлерĕ. Вăл тăван республика ырлăхĕшĕн ĕçлесси пысăк чыс пулнине палăртрĕ. Халăха - суйлавра хастар позици йышăннăшăн, Президента тата çĕршыв Правительствине хăйне шаннăшăн тата пулăшса пынăшăн тав турĕ. Суйлавра хăйĕнпе кĕрешнĕ кандидатсен сĕнĕвĕсемпе ĕçре усă курма шантарчĕ. «Куç хăрать те ал тăвать», _ ваттисен çак сăмахне аса илтерсе республика аталанăвĕн çитес пилĕк çуллăх планне пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлессине çирĕплетрĕ. Çакă региона çĕнĕ производствăсем, çĕнĕ пин-пин ĕç вырăнĕ кÿмелле. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетмелле, ку ялти тата хулари пурнăç условийĕсене танлаштармашкăн пулăшĕ. «Пурте пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ»,  -

Шухăш

Николай ТИНЮКОВ, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ:

- Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласси - пысăк яваплăх. Вăл Олег Николаев çине тиенчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Олег Алексеевича маларах çак ĕçе вăхăтлăх пурнăçласа пыма шанни вырăнлă та пулчĕ. Ку таранччен вăл малашлăх валли тĕллевсем палăртма пултарчĕ. Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçа кĕртессипе калăпăшлă ĕçсене тума пуçăннă ĕнтĕ. Регионта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшни куç кĕретех. Малашлăх ĕçĕнче Олег Николаева ăнăçусем çеç сунасшăн.- терĕ республика Пуçлăхĕ.

Николай КОНОВАЛОВĕ ("Хресчен сасси")

АВАНГАРД



29 сентября 2020
10:17
Поделиться