Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Масар çинчи тасалăхшăн пурте пĕрле тăрăшнă

РАЙОНТА сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 25-мĕшĕччен тавралăха тасатса тирпейлессипе уйăхлăх ирттересси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çакна шута илсе Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакансем, ял тăрăх администрацийĕпе культура çурчĕн ĕçченĕсем, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн депутачĕсемпе староста масар территоринче субботник йĕркеленĕ.

Халăх сурсан кỹлĕ пулать тесе тĕрĕсех каланă çав. Пĕрисем бензоçавапа ỹссе кайнă курăка çулнă, теприсем кĕреплепе пухса пынă, виççĕмĕшсем армак-чармакланнă тĕмсене каснă. Пухăннă çỹп-çапа çăва çумĕнчи ятарлă вырăна илсе тухнă. Тăрăшса вăй хунин кăтартăвĕ куç умĕнче. Ĕçе хутшăнакансем халь çăва çине кĕрсе тухма та кăмăллине палăртаççĕ.

АВАНГАРД



29 сентября 2020
10:54
2020 год
Поделиться