Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхи натюрморт килĕшнĕ пурне те

КĔРХИ кун хăйне майлă хитре. Хĕрлĕ, сарă, хăмăр тĕспе çулçисем сăрланнăран йывăçсем юмахран килнĕнех туйăнаççĕ. Пан улмисемпе грушăсем, хура тата хĕрлĕ пилеш, палан куçа илĕртеççĕ. Çак илеме курма, туйма вĕрентес тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта рисовани урокĕсене ертсе пыракан Светлана Попова ачасене Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна пухнă. Вăл вĕсемпе "Кĕрхи натюрморта ỹкересси" темăпа мастер-класс ирттернĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6 г класра ăс пухакансем уйрăмах хастар хутшăннă.

Вĕренекенсем мастер-класра рисованинче йăлана кĕмен "живопись-пичет" техникăпа усă курма вĕреннĕ. Кашнийĕ çĕнĕлĕхе алла илнĕ. Ачасем ашшĕ-амăшне çĕнĕ ĕçĕсемпе савăнтарнă.

АВАНГАРД



29 сентября 2020
10:16
Хроника
Поделиться