Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Илемленет картиш, савăнать халь йыш

Патăрьелĕнчи халăх "Арбат" ят панă тỹремĕн сулахай енче патшалăх туса панă икĕ хутлă икĕ çурт (пĕри Комаров урамĕнче, 18-мĕш; тепри Киров урамĕнче, 16-мĕш) ларать. Пĕр картишпе хĕрĕх ытла хваттерте пурăнакансем усă кураççĕ. Хăтлăхĕ вара унччен нимĕнех те пулман темелле. Ачасене выляма тесен кĕштĕк пек симĕс çеремлĕ пĕр кĕтес те тусанлă тăпраллă çĕр кăначчĕ. Чуччу ярăнма ирĕксĕрех çывăхри çуртсем патĕнчи площадкăсене каймаллаччĕ. Çурт çывăхĕнче чечексем акма е пахча çимĕç çитĕнтерме пỹлнĕ картасем те тĕрлĕренччĕ: хăма решетке, тимĕр сетка, хулăм пралуксем...

Кăçал кунта Патăрьел ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Николай Ялуков) тăрăшнипе картиш территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе пысăк ĕç туса ирттерчĕç. "Стройкомфорт" ĕçченĕсем чаплă ача-пăча площадки туса хучĕç. Кун валли тăпрана хырса илсе хăйăр, вак чул, асфальт хунă. Ку çеç те мар-ха, çиелтен тата ятарлă ирĕлчĕкрен тунă кавир сарнă. Ỹкес-тăвас пулсан та хăрушă мар. Кун пек технологие усă курнă тĕслĕхсем республикăра та сахал-тăр. Паллах ĕнтĕ, икĕ тĕрлĕ таканкки вырнаçтарнă. Аслăрах çулти ачасем е пепкисемпе пĕрле килнĕ ашшĕ-амăш валли ал-урана çирĕплетме, усăллă хусканусем тума тренажерсем лартнă. Шашка-шахматла выляма икĕ сĕтел те пур. Халĕ шкултан тухнă ачасем килне кайиччен сумккисемпех кунта килеççĕ.

Кивелнĕ хỹмесене те пăсса, вырăнĕсене тасатса пĕр йышши конструкцисенчен хитре карта тытса тухнă, кашни подъезд тĕлĕнче хыçлă саксем лартнă. Пăхма кăмăллă!

Çак илем виçĕ миллион тенке яхăн тăрать. Пысăк пайне патшалăх хăй çине илнĕ. Пурăнакансем программăна хутшăнса пĕр процентне кăна тỹленĕ.

 Н. ЛАРИОНОВ

АВАНГАРД



29 сентября 2020
11:11
Хроника
Поделиться