Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Каçал тăрăхĕнче иртнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс 5 районти чи пултаруллă хĕрарăмсене пуçтарчĕ

Каçал тăрăхĕнче иртнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс 5 районти чи пултаруллă хĕрарăмсене пуçтарчĕ


Пурнǎç тыткǎчи – хĕрарǎм,
Ача амǎшĕ, ыр арǎм!
Вǎл çут кǎмǎллǎ пулсан,
Хĕвел евĕр йǎл кулсан,
Пурнǎç пулĕ хитререх,
Çутǎ пулĕ тĕнчере.

Чӑваш наци конгресӗ йĕркеленипе, Чǎваш Республикин Культура министерствипе Республикǎри хĕрарǎмсен Канашĕ пулǎшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕн иккĕмĕш зонǎри тупǎшĕ Комсомольскинче иртрĕ.
Ялта пурăнакан чăваш хĕрарăмĕн пултарулăхне тĕрĕслекен ăмăртăва кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул тата Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине халалланă.
«Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ пуçарса янă ял хĕрарăмĕсен конкурсĕ кăçал амак чире пула кăшт тăсăлса кайрĕ пулин те, малаллах пырать. Çуркунне конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Трак тăрăхĕнче Чăваш Ен тури районĕсенчи чи пултаруллă хĕрарăмĕсене пуçтарса ирттернĕччĕ.
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăнтăр районсенчи хĕрарăмсем Каçал тăрăхне пуçтарăнчĕç.
Пурĕ 5 районтан: Канаш, Елчĕк, Улатăр,
Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартма кăмăл турĕç.
Комсомольски районĕн администрацийĕ, Чăваш наци конгресĕн Каçал тăрăхĕнчи уйрăмĕ хăнасене кĕтсе илме тăрăшса хатĕрленнĕ. Коронавирус чирĕ сарăлнипе ушкăнпа ирттерекен мероприятисем Каçалта ака уйăхĕнчен пуçласа халиччен пулман. Çавăнпа та Комсомольскисем уява чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Фойере хăнасене кунти фольклор коллективĕсем юрǎ-ташǎпа кĕтсе илчĕç.
Конкурса хутшăнакансем кунта чăваш апат-çимĕçĕн тата ал ĕçĕсен куравне йĕркелерĕç.
«Астивсе пǎхсамǎр ялта пурǎнакан чǎваш хĕрарǎмĕсем пĕçернĕ кǎпǎшка çǎкǎра. Ĕç çыннине сума суса, конкурса хутшǎнакансем хатĕрленĕ апат-çимĕçрен йĕркеленĕ куравпа паллашма чĕнетпĕр. Куратǎр пулĕ, еплерех пуян сĕтелсем. Чǎваш хĕрарǎмĕ мĕн авалтан тĕрлĕрен техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме ǎста пулнǎ»,- çак сăмахсемпе пуçларĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурсăн Каçалта иртекен пĕрремĕш тапхăр ăмăртăвне Юлия Мареева ертсе пыракан. Вăл Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн ертÿçи, çак илемлĕ конкурса шутласа кăлараканĕ.
Конкурса хутшǎнакансем хǎйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе хаваспах паллаштарчĕç.
Куравпа паллашнǎ хыççǎн, пурте зала кĕрсе вырнаçса ларчĕç, конкурсăн ытти ăмăртăвĕсем унта иртрĕç.
Кунта хутшăнакансем видеопрезентаци мелĕпе хăйсем çинчен каласа пачĕç. Канаш район чысне врач пулса ĕçлекен Галина Васильевна Харитонова хÿтĕлет, Елчĕк районне – тивĕçлĕ канури Валентина Алексеевна Зайцева, Улатăр районĕнчен килнĕ Вера Филимоновна Разбойкина вулавăшра тăрăшать, Патǎръел районĕнчен çитнĕ
Надежда Валерьевна Квасова ялти культура çурчĕн директорĕ, Комсомольский районне хÿтĕлекен Татьяна Васильевна Макарова ӳнер шкулĕнче вĕрентекен пулса тимлет.
«Хĕрарǎм – çемье ǎшшине упраканĕ», Аслǎ Çĕнтерӳ 75 çитнине халалланă пултаруллǎх конкурсĕсем, пурĕ 5 тапхǎр витĕр ǎнǎçлǎ тухса хастар хĕрарăмсем хăйсем мĕн тери маттуррине кăтартса пачĕç. Вĕсене пултарулăх ушкăнĕсем пулăшса пычĕç.
Хĕрарăмсем хатĕрленнĕ самантсенче Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» халăх пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Тÿресем баллсене шутланă хыççăн çакă паллă пулчĕ. Ылтăн алăллă хĕрарăм ята Канаш районĕнчи Галина Васильевна Харитонова, «Ăс-хакăл арчи» ята Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕнчен килнĕ Валентина Алексеевна Зайцева, Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçрен килнĕ Вера Филимоновна Разбойкина –«Кăмăл хĕвелĕ» ята тивĕçрĕç.
Патăрьел районĕнчен çитнĕ Надежда Валерьевна Квасовăна куракансем кăмăлланине палăртрĕç, вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Чи сумлă, пĕрремĕш вырăна жюри пайташĕсем Каçал тăрăхĕнчи Татьяна Васильевна Макаровăна парас тесе йышăнчĕç. Вăл хăйĕн çепĕç сассипе, вăр-варлăхĕпе, ăмăртăва ача-пăчасене те хастар хутшăнтарнипе «Чăваш ялĕн илемĕ» ята тивĕçрĕ. Пурте вĕсем парнесемпе чечек çыххисене тивĕçрĕç.
Каçал тăрăхĕнче иртнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс ялти чǎваш хĕрарǎмĕсен хальхи саманари пурнǎç аталанǎвне хывакан тÿпине курма, тǎван халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркипе илемлĕ те çепĕç чĕлхине упрассипе тĕллевлĕ ĕçленине туйма, çемьери хутшǎнусене çирĕплетессипе тимленине туллин уçса пачĕ. Чǎннипех те, мухтавлǎ чǎваш хĕрарǎмĕсем нумай пирĕн хушǎра, кашниех хисепе тивĕç, вĕсен умĕнче эпир пуçа таятпǎр.

 

https://vk.com/club73439225



25 сентября 2020
10:36
2020 год
Поделиться