Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăваплă ĕç çĕре ỹкмест

СУЙЛАВСЕН шăв-шавĕ лăпланса та çитеймен-ха, хастар та пултаруллă депутатсем вăй хума çанă тавăрнă та. Районти депутатсен Пухăвĕн VII созывĕнче халăх шанăçне тивĕçнĕ Ферид Чабатовпа Шăнкăртам ял тăрăхĕн депутачĕ Марат Валеев сăваплă ĕçрен хăйсен тивĕçне пурнăçлама пикеннĕ. Ферид Кияметдинович хăй шутĕнчен Шăнкăртамри пĕрремĕш масар патне пыракан çула 100 метр тăршшĕ юсаттарнă. Марат Миннереисович вара çак çăва тавра тытнă тимĕр картана çĕнетессипе тимлет. Çавăн пекех кунта электричество кĕртессипе те тăрăшма пуçланă.

Ырă туни çĕре ỹкмест, теççĕ ваттисем. Депутатсен пуçарăвĕпе Шăнкăртамсем питĕ кăмăллă.

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:35
Поделиться