Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар тесен сехре хăпать

 ПУШАР сỹнтерекен машина урампа иртсе кайнине курсан кашнийĕнех чунĕнче сỹ-ỹ! туса каять пуль. Хăв нимĕнпе те пулăшайманнине ăнланса илетĕн те ăшра çула тухнă техникăна вырăна хăвăртрах çитме, вут-çулăма сỹнтерме сунатăн. Ара, ĕмĕр тăршшĕпе пухакан пурлăха никамăн та кĕле çавăрас килмест. Шел пулин те, инкекĕсем пулсах тăраççĕ...

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче пушара хирĕç кĕрешекенсен Шăнкăртамра вут-çулăма сỹнтерме тивнĕ. Хушма хуçалăхпа пурăнакан пĕр çемьен электричество пăралукĕсем юрăхсăррипе хуралтисем çунса кайнă. Витере тăракан 20-е яхăн пăрăвĕсемпе тихисене те çăлма май пулман. Юрать-ха, çурта çулăмăн вăрăм "чĕлхи" аллине паман.

Кĕçĕн Патăрьелĕнче сентябрĕн 15-мĕшĕнче ирхи 10 сехет çурăра хушма хуçалăхра пушар тухнă. Инкек сăлтавĕ татах электричествăпа çыхăннă. Ку хутĕнче "хĕрлĕ автан" çурта та куçса сиенлетме ĕлкĕрнĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем тунăран çеç пỹрте çăлса хăварнă.

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:36
2020 год
Поделиться