Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Амăшĕн капиталĕ çемьешĕн пултăр усăллă

ÇĔРШЫВРА, пĕрлех республикăра та демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн тĕрлĕ çăмăллăх уйăраççĕ. Акă, Чăваш Енре "Демографи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн виççĕмĕш тата ыттисене те çуратакансене, пĕрлех усрава илекенсене амăшĕн капиталĕпе пĕр хутчен тивĕçтереççĕ. Ăна пепке виçĕ çул тултарнă хыççăн çеç илме пулать.

 Çулталăк пуçланнăранпа районта пурăнакан 33 çемье патшалăх паракан пулăшăва илме заявлени çырнă. Вĕсенчен 97 проценчĕ укçана çурт-йĕр условине лайăхлатма палăртнă, виçĕ проценчĕ ачисене пĕлỹ панă çĕре янă. Çавăн пекех икĕ çемье 20-шер пин тенкĕ илнĕ.

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:36
Поделиться