Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

18 çултан аслăраххисем старта тăчĕç

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççейри  «Наци кросĕ-2020» чупу иртрĕ.

 17-мĕш хут йĕркеленĕ мероприятие пур ял тăрăхĕнче те старта тăрса палăртрĕç. Яланхи пекех Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсенчи сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем  район центрĕнчи «Паттăр» стадиона пуçтарăнчĕç. Спорт уявне пухăннисене Патăрьел районĕн пуçлăхĕ, тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Чăваш Республикин сывлёх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе «Паттăр» ФСК директорĕ Алексей Краснов саламларĕç.

Кăçалхи кроса коронавирус пандемине пула 18 çултан кĕçĕнреххисене явăçтармарĕç. 40-рен иртнĕ хĕрарăмсем тата 45 çултан аслăрах арçынсем VIP-чупу дистанцинех – 400 метра хыçа хăварчĕç. 18 çултан иртнисем вара 1000 метр чупса тухрĕç. Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата дипломсемпе чысларĕç.

А. Иванов

АВАНГАРД



22 сентября 2020
16:37
Хроника
Поделиться