Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Культура аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ

Раççей Президенчĕн "Раççей Федерацийĕнче 2024 çулчченхи наци тĕллевĕсемпе стратеги ыйтăвĕсен аталанăвĕ" указĕпе килĕшỹллĕн культурăна аталантарма тĕрлĕ енлĕ программа пур: çĕнĕ культура çурчĕсене тăвасси, киввисене юсасси, талантлă çамрăксене аталанма условисем туса парасси, виртуаллă концерт залĕсем йĕркелесе ярасси, культура сферинче ĕçлеме çĕнĕ кадрсем хатĕрлесси, халь вăй хуракан кадрсен професси шайне ỹстересси тата ытти те.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çултан-çулах çак ыйтусемпе çыхăннă тĕрлĕрен программа пурнăçа кĕрсе пырать. Акă, 2019 çулта "Культурная среда" федераци проекчĕпе Тутар Сăкăтĕнче 150 вырăнлă çĕнĕ клуб хута кайрĕ. Культура çуртĕнче çынсем тĕрлĕ концерт курса савăнаççĕ, ытти мероприяти те иртет. Хальхи çăмăлах мар вăхăтра та (коронавирус сарăлас хăрушлăхпа) клуб ĕçченĕсем ахаль лармаççĕ, халăха онлайн мелĕпе юрă-ташăпа савăнтараççĕ, конкурссем, сăн ỹкерчĕксен куравне йĕркелеççĕ.

 Кăçал вара "Культура" наци проекчĕн "Творчество çыннисем" ("Творческие люди") программипе централизациленĕ клуб системинче тăрăшакан виçĕ специалист онлайн мелĕпе вĕренсе професси шайне ỹстернĕ. Массăллă представленисен режиссерĕ Анастасия Якушкина Кемеровăри патшалăх культура институтĕнче, Патăрьел халăх театрĕн художник-йĕркелỹçи Лариса Федорова тата централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова Мускаври культура институтĕнче пĕлỹ илнĕ. Район администрацийĕ малашне те "Культура" наци проекчĕн программисене хутшăнса район халăхне канма кирлĕ услови тума тĕллев лартать. Ялшăн культура аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Н. НИКИТИНА, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ

Авангард



01 сентября 2020
13:19
2020 год
Поделиться