Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасемшĕн шăрпăк тетте мар

Иртнĕ тунтикун районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем умлă-хыçлă икĕ пушара сỹнтерме васканă. Ирпе-ирех Ишлĕри кивĕ клуб çуртĕнчен тухнă вут-çулăма парăнтарнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен Патăрьелĕнчи Талвир урамĕнче КамАЗ автомобиль çунма пикенни пирки шăнкăрав çитнĕ. Çỹреме юрăхсăр кивĕ автомашинăра хуларан каникула килнĕ пĕчĕк ачасем шăрпăкпа ашкăннă-мĕн. Шăпăрлансен "вăййи" вара пăтăрмахпа вĕçленнĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи çуллахи каникул вăхăтĕнче пĕчĕк ачасем шăрпăкпа вылянипе пулнă иккĕмĕш тĕслĕх.

Ĕнерхи кун тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 41 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-çулăмпа çыхăннă 38 инкек пулнă.

Авангард



28 августа 2020
15:10
2020 год
Поделиться