Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕтĕмпех халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн

Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕсем - граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, çемьесене аталанма пулăшасси, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹ парасси, пахалăхлă сывлăх сыхлавĕ тата ытти те. Акă, мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ пирки:

- Кăçал районăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен (консолидированный) икĕ наци проектне - «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула таврашĕ» («Жилье и городская среда») тата «Вĕрентỹ» («Образование») - пурнăçа кĕртме 62 312166,75 тенкĕ укçа каймалла.

Наци проекчĕсен регионти «Хула хăтлăхĕн» проекчĕпе Сăкăт ялĕнчи Советсен урамĕнче сквера (5 774 120,0 тенкĕлĕх) тата Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи «Халăхсен туслăхĕ» çамрăксен паркне (1 934746,75 тенкĕлĕх) хăтлăх кĕртме палăртнă. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне Шăнкăртамри объектăн контракт суммине тỹленĕ.

Çавăн пекех тĕп тĕллевсенчен пĕри- «Вĕрентỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» («Успех каждого ребенка») тата «Ку чухнехи шкул» («Современная школа») регионти проектсене пурнăçа кĕртесси. «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» проектпа килĕшỹллĕн 1608 772,29 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

 А. НИКОЛАЕВА

 Редакцирен:

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсеренех çынсене пурăнма, канма, ĕçлеме кирлĕ услови туса парас тĕллевпе тĕрлĕрен программăна, проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çине тăрса тимлеççĕ. Юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсенче пуçару бюджечĕпе те чылай ĕç пурнăçлать. Çак тата ыйтусемпе малашне хаçатра район администрацийĕн пай пуçлăхĕсене черетпе сăмах парăпăр.

Авангард



21 августа 2020
15:14
Хроника,
Хроника
Поделиться