Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - пичет министрĕ

Ĕнер районта Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Ведомство министрĕ чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕпе Александр Козловпа тĕл пулчĕ, вырăнти самоуправлени органĕпе районта тухса тăракан хаçат редакцийĕ мĕнле çыхăнура ĕçленипе паллашрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнчех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче информаципе телекоммуникаци тытăмĕнчи татса памалли ыйтусене те хускатрĕç.

Михаил Анисимовпа Рудольф Селиванов редакци коллективĕпе тĕл пулнă май хаçат ĕçченĕсене вулаканпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



07 августа 2020
11:00
2020 год
Поделиться