Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăха шанса хăйсен шухăшне палăртаççĕ

 Хальхи вăхăтра республикăри хуласемпе районсенче Олег Николаевăн халăх штабĕсем ĕçлеççĕ. Волонтерсем Республика Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатшăн ырласа алă пусакансене пурне те хапăл тăваççĕ.

 Патăрьел районĕнчи Халăх штабĕнче (Патăрьел ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 16 çуртра ("Бизнес-инкубатор" çурчĕ), 207 пỹлĕмре вырнаçнă) те халăх татăлмасть. Штаб координаторĕ Ильдар Камалетдинов каланă тăрăх, Олег Николаев кандидатурине ырласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне виçĕ пине яхăн çын алă пуснă. Кунта Чăваш Енĕн ырă малашлăхне шăпах Олег Алексеевичпа çыхăнтаракансем коллективпа та, çемьепе те килеççĕ. Акă, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрĕнче тăрăшакансем ушкăнпах хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç, пурте пĕрле кандидатшăн алă пусрĕç.

- Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев малтанхи уйăхсенчех çынсене пĕрлештерме пултарчĕ. Ваттисем калашле, пĕрлĕхре _ вăй, ăнăçу, çитĕнỹ. Çак кунсенче çеç вăл коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленме виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене хушма пулăшу памалли указа алă пусрĕ. Унпа килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕ кашни вĕренекен пуçне 5000 тенкĕ укçа илĕ. Ялсенче сăвăнакан ĕне тытакансене субсиди куçарма пикенни те савăнтарать. Çакăншăн пурте кăмăллă. Муниципалитетсен ытти проблемисене татса памалли, комплекслă аталантармалли программа та ял малашлăхĕпе, халăх ырлăхĕпех çыхăннă. Çавăнпа та эпир хамăрăн шухăшăмăра та пĕрле, коллективпах палăртас терĕмĕр,_ терĕ районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи, Чăваш Республикинчи ачасен правине хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Анисия Воробьева.

- Эпĕ малашлăха шанса тата ĕненсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма хăйĕн кандидатурине тăратнă Олег Николаевшăн хаваспах алă пусрăм. Вăл Чăваш Ен Ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă кĕске тапхăртах пурнăçри çивĕч проблемăсене татса памалли çул-йĕре суйласа илчĕ, республикăна малалла аталантармалли программăна палăртрĕ, уйрăм çынсене тимлĕх уйăрасси патшалăх политики пулнине уçса пачĕ тата ытти те,- хăйĕн шухăшне палăртрĕ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Анисимов.

 Олег Николаев майлисем ятарлă zanikolaevaĕru сайт уçнă. Унта республикăри Халăх штабĕсен адресĕсемпе, паллă çынсен шухăшĕсемпе паллашма, кандидата ыйтусем пама май пур.

Аса илтеретпĕр, Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнакан 12 çынран документсем йышăннă. Олег Николаев, Юрий Сидоров, Юрий Шакеев, Николай Коклейкин, Андрей Ильдеменов, Роман Васильев, Максим Чепель, Петр Петрянкин пĕр-пĕр партирен мар, хăйсем тĕллĕн хутшăнаççĕ. "Раççей патриочĕсем" парти Сергей Матвеев, "Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн" парти Николай Степанов, Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ Александр Андреев, Раççейри либерал-демократсен партийĕ Константин Степанов кандидатурине тăратнă.

А. ЕГОРОВА

Авангард



24 июля 2020
09:13
Поделиться