Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сасăлав йĕркеллĕ иртрĕ

 РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлав республикăра, çав шутра районта та йĕркеллĕ иртсе кайрĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Енре списока кĕртнĕ суйлавçăсенчен 64,11 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Вĕсенчен 72,57 проценчĕ Раççей Конституцине кĕртме сĕннĕ улшăнусене ырлани çинчен пĕлтернĕ, 26,25 проценчĕ хирĕç пулнă. Суйлавçăсен участокĕсем унчченхи евĕр пĕр кун çеç мар, июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен ĕçлерĕç, çурт таврашĕнчи территоринче йĕркеленĕ сасăлава та суйлавçăсем хастар хутшăнчĕç.

Районĕпе вара сасăлава списока кĕртнисенчен 25266 суйлавçă (95,44%) хутшăннă. Вĕсенчен РФ Конституцийĕнчи улшăнусемшĕн ырласа 20 345 çын сасăланă (80,52%), 4626-шĕ РФ Конституцинчи улшăнусене хирĕç пулнă (18,31%).

А. НИКОЛАЕВА

Авангард