Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çут тĕнче ачасемпе илемлĕрех

Çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна палăртаççĕ. Кашни çыннăнах ачалăхпа çыхăннă çутă та телейлĕ самантсем асра-çке. Таврари тĕнче анлă та илемлĕ туйăнать. Кашни кунпа савăнатăн эсĕ. Мĕн те пулин тĕлĕнмелли тупăнатех тата ытти те. Çак ырăлăх вара пирĕн пурнăçра яланлăхах тăрса юлать. Çавна май уяв ачасемшĕн те, аслисемшĕн те çывăх.

 Район администрцийĕн ЗАГС пайĕнче кăçал пуçласа пĕрремĕш йĕкĕреш çуралнине шута илнĕ. Еншик пăхаттирĕсене Дмитрий тата Егор ят хунă. Çавăн пекех Патăрьелĕнче, Сăкăтра, Упамсара, Вăтаелĕнче пурăнакан мăшăрсем те аллине пирвайхи ачисем çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсене илнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне Валерий, Ангелина, Арина, Ева ятсем панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне телейлĕ мăшăрсем патне ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина тата тĕп специалисчĕ Наталия Антонова çитернĕ.

Ачасен ачалăхĕ вăрăма тăсăлтăр. Вăл хаваслă ирттĕр. Пирĕн çĕр чăмăрне çитĕнекен ăру пит-куçĕнчи кулă çутаттăр. Ачасем сывлăхлă ỹсччĕр. Вĕсем патне аслисен, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çиттĕр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



02 июня 2020
17:11
2020 год
Поделиться