Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сип-симĕс шăтнă калча, малашлăха ĕмĕт хушса

Кăçал çур аки ытти çулхинчен чылай малтан пуçланчĕ - техника хире март вĕçĕнчех тухнă тесен те йăнăш мар. Юр сахал çуни, çĕр çинче нỹр çителĕксĕрри васкавлă утăмсем тума хистерĕ. Анчах çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, вăл хăйне пĕрех пăхăнтарать. Йывăрлăхсене çĕнтерсе районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерчĕç. Кăçал тыр-пул 13125 гектар йышăнать.

- Кĕркунне пысăк тухăç пухса кĕртес тесен вăрлăх патне тимлĕх ытларах уйăрмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пахалăхлă вăрлăхсемпе ытларах усă курнине палăрма кăмăллă. Тăпрана хывнин 31,8 проценчĕ- суперэлита тата элита, 62 проценчĕ- 1-4 репродукциллисем. "Исток", "Батыревкий", "Красное Знамя", "Труд", "Корма", "Звезда", "Первомайск", "Хастар" хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче, В. Багаутдинов, М. Лаврентьева, С. Чаданов, А. Петров, Э. Шайкина фермер хуçалăхĕсенче тата ыттисенче те çĕнетрĕç. Çавăн пекех минераллă удобрени те пĕлтĕрхинчен 18 процент ытларах туяннине каласа хăвармасăр май çук,- тет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов çур аки ыйтăвĕпе калаçу пуçарнă май.

Яваплă тапхăрта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче техника çунтармалли-сĕрмелли материал çуккипе е механизаторсем çитменнипе пушă тăни пулман. Кашни минутпа туллин усă курма тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕр улми лартасси малалла пырать. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ республикăри ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшỹпе 1200 гектар ытларах йышăнмалла, 680 гектарта ĕçе вĕçленĕ. "Исток" агрофирмăра ăна кăçал 130 гектар, "Батыревский" пĕрлешỹре 177 гектар никĕ-се хывнă. "Красное Знамя", "Корма" хуçалăхсенче тымар-çимĕç уйĕнче техника шавĕ тăрать.

"Колос", "Барс" хуçалăхсенче, И. Ямалетдинов фермер хуçалăхĕнче хĕвел çаврăнăш вăрлăхне 350 гектар акнă.

Йышлă выльăх усракан хуçалăхсем юлашки çулсенче çĕнĕрен куккурус акма пикенчĕç. Çакă апат рационне пуянлатма, продукци илессине ỹстерме май парать. "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсем, Р. Бикчурин тата Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕсем асăннă культурăна пурĕ пĕрле 630 гектар ытла никĕсе хывнă.

 Хирте ĕç шавĕ хура кĕркуннесĕр те лăпланмасть. Акса-лартса пĕтеричченех ỹсен-тăрана çум курăкран, тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлеме пуçăнмалла. Районта хими препарачĕсемпе усă курма пуçланă та ĕнтĕ.

Кашни çыншăн чи хакли вăл - пурнăç. Ăна сутăн илме те, парнелеме те çук. Çакна асра тытса хирте, фермăра техникăпа, хими хатĕрĕсемпе ĕçленĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Техника хăрушсăрлăхне яланах пăхăнмалла.

О. ПАВЛОВА

Авангард



02 июня 2020
14:05
Хроника
Поделиться